Шупашкар районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал ройонти ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗнӗ техника сахал мар туяннӑ: 6 трактор (7 млн. 835 тенкӗлӗх), ял хуҫалӑх машинисемпе тӗрлӗ хатӗрсем — 11 единица (5 млн. 991 пин тенкӗлӗх). Пысӑк укҫа выльӑх апачӗ пухакан «ЯГУАР» комбайн — 1 единица (13 млн. тенкӗлӗх), тӗш-тырӑ пухакан «АГРОС» комбайн (5 млн. 200 пин тенкӗлӗх) туянма хывма тивнӗ.
Шупашкар районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗнӗ техникӑпа хатӗр-хӗтӗре пурӗ 32 млн. та 931 пин тенкӗлӗх туяннӑ. Тӗш-тырӑ типӗтекен хатӗрсене илес пулсан, вӗсен шучӗ 112-пе танлашать.
Хальхи вӑхӑтра чӑвашла туйсем сайра хутра ҫеҫ ирттереҫҫӗ. Ытларах — «ҫӗнӗлле». Каччи хӗрӗ патне каять те, ӑна илсе тухнӑ хыҫҫӑн ЗАГСа кайса ҫырӑнаҫҫӗ. Малалла вара кӑшт уҫӑлса ҫӳресен (паллӑ вырӑнсенче сӑн ӳкерсен) пӗр-пӗр столовӑя кайса апатланаҫҫӗ. Ҫапла вара чылайӑшӗн туйӗ иртет те.
Чӑваш туйӗ вара танлаштарсан самай кӑткӑсрах, интереслӗрех те. Вӑл пӗр кун мар, икӗ кун тӑсӑлать. Кӗҫӗн кӗрӳсемпе туй арӑмӗсем, шилӗк, шыв ҫулне уҫни тата ытти пайсенчен тӑрать. Кашни тӑрӑхра тата вырӑнти уйрӑмлӑхсем хушӑнаҫҫӗ.
Ҫурлан 6-мӗшпе 7-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнче чӑн чӑвашла туй иртрӗ — Гурцев Василийпе Андреева Любовь (халӗ ӗнтӗ Гурцева хушаматлӑ) пӗрлешрӗҫ. Хӗрӗ Элӗк районӗнчи Синер ялӗнчен.
Туй шавлӑ иртрӗ — туй арӑмӗсем пӗр чарӑнми такмак хыҫҫӑн такмак каласа юрларӗҫ, юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗҫ. Ятарлӑ артистсем мар — тӑвансемпе ял халӑхӗ.
Туйӑн иккӗмӗш кунӗ уйрӑмах интереслӗ иртрӗ. Каччӑ енчи тӑванӗсем шилӗкре парнесем панӑ хыҫҫӑн, ҫӗнӗ ҫын шыв ҫулне уҫма кайрӗ.
Утӑн 27-мӗшӗнче Михаил Игнатьев республикӑри тата ҫавӑн пекех республика тулашӗнчи мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑк журналистсемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Палӑртнӑ куна хатӗрленсе ҫамрӑксем Президента хӑйсене куллен кӑсӑклантаракан ыйтусем пама хатӗрленнӗ. Шупашкар районӗнчи Мӑштавӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи кӳлӗ хӗррине савӑнӑҫлӑ уяв каҫне пухӑннӑ яшсемпе хӗрсем пӗр саманта та ҫухатмасӑр Михаил Игнатьевран «ҫавра сӗтел» хушшинче республикӑн пуласлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлме тӑрӑшнӑ.
Кун йышши тӗлпулусене Чӑваш Ен Президенчӗ час–часах тухма тӑрӑшать. Ахальтен мар пулӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче те ҫамрӑксене шанмалла, ӗненмелле тесе палӑртнӑ. Паян пулас ӑру пурнӑҫ ҫине таса куҫпа пӑхни савӑнтарать.
Тутар Республикинче чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫатӑн редакторне Константин Малышева паянхи пурнӑҫра глобализаци вӑхӑтӗнче чӑваш чӗлхине упраса хӑварас ыйту пӑшӑрхантарнӑ. Михаил Игнатьев нимӗн иккеленмесӗрех темӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та пирӗн сирӗнпе хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама тӑрӑшмаллине пӗлтернӗ.
XVII ӗмӗрти Степан Разин утаман ертсе пынӑ хресченсен вӑрҫинче феодалсене хирӗҫ кӗрешме ҫӗкленнӗ халӑхӑн ҫар пуҫӗсенчен пӗри — хӑюллӑ чӑваш Искей Пайтулӗ пулнӑ.
Тӗрӗссипе: халӑх хӑй суйланӑ ҫавӑн пек пултаруллӑ ҫынсене. Авалхи хресчен ывӑлӗ Пайтул хӑйӗн ытларах чӑвашсенчен тӑракан пысӑк полкӗпе патша ҫарӗсемпе вирлӗн ҫапӑҫнӑ, ҫав шутра чӑваш ҫӗршывне пусмӑртан хӑтарас ҫӗрте чапа тухнӑ. Анчах та 1671 ҫул пуҫламӑшӗнче, Мӑн Ҫавал шывӗ Атӑла юхса кӗнӗ вырӑнта, тан мар ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Ӑна хальхи Шупашкар районне кӗрекен Шӑмӑш ял тӑрӑхне кӗрекен Чиканкасси ҫывӑхӗнчи сӑртра пытарнӑ. Халӗ вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулипе пӗрлешнӗ. Ҫапла вара Пайтул Искеев полковник халӑх паттӑрӗ пулса юлнӑ. Ҫак историлле пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм.
Эпир, Красноармейски районӗнче пурӑнакансем, Пайтул ячӗпе пуринчен те ытларах мухтанма пултаратпӑр.
Ӗнер, утӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Олег Макаров ӗҫпе Шупашкар районӗнче хӑнара пулчӗ. Ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Павловпа тата Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Виктор Михайловпа пӗрле вӗсем «Ольдеевская» агрофирма» АХО-на ҫитсе курчӗҫ, предприяти директорӗпе Беликова Евгенияпа калаҫрӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасене Беликова ял хуҫалӑх фирминчи ӗҫсем менле пыни пирки, вӑл мӗнле аталанни пирки каласа пачӗ. Калаҫура продукцие халӑха епле ҫитересси, предприятийӗн малашнехи ҫулӗ пирки те сӑмахларӗҫ.
Шупашкар районне кайса килни Олег Макарова килӗшрӗ — вырӑнти пуҫлӑха вӑл ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пыма тата лайӑх кӑтартусем тума сунса хӑварчӗ.
Шӑматкун, ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, Лапсар ял тӑрӑхӗнче черетлӗ Акатуй иртрӗ. Кӑҫал ӑна Ассакасси ялӗнче уявларӗҫ. Уяв яланхи пекех ҫӑкӑр-тӑвартан, Акатуй юрринчен пуҫланчӗ.
Лапсар ял тарӑхӗн пуҫлӑхӗ Захаров Дмитрий Иванович хӑй сӑмахӗнче салам сӑмахӗсем каланӑ хыҫҫӑн ку тӑрӑхри ӗҫсем пирки кӗскен каласа пачӗ. Районтан ятарласа чӗннӗ хӑнасем те сӑмах тухса каларӗҫ: Шупашкар районӗн экономика тата пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен начальникӗ Зоя Леонидовна Маслова, Шупашкар районӗнчи РФ пенси фончӗн управленийӗн начальникӗ Алевтина Михайловна Исаева.
Ял тӑрӑхӗ парнесем нумай хатӗрленӗччӗ, алла яхӑн — пӗр сӗтел йышӑнатчӗҫ. Кашни тивӗҫлӗ ҫынна тупрӗ, кӑмӑлӗсене хӑпартрӗ. Парнесемпе чи лайӑх харпӑр хуҫалӑхсене тытса пыракансене, чи хӑтлисене, чи чаплӑ фермер хуҫалӑхӗсене тивӗҫтерчӗҫ. Общество ӗҫне хасатар хутшӑнакансене та манмарӗҫ — пурте парнеллӗ пулчӗҫ. Хисеп хучӗсемпе те вӗсене чысларӗҫ.
Юрӑпа-ташӑпа савӑнтаракансем пӗлтӗрхи пекех чылайӑнччӗ.
Паян, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Шорккара паллӑ таврапӗлӳҫӗ Павел Трифонов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ял кунӗ иртрӗ.
Уяв программинче яла никӗслекенсене асӑнса юпа лартни (Станислав Еткер хатӗрленӗ), П.Т. Трофимова чыслани, «Всегда вперед, всегда в пути» кӗнеке хӑтлавӗ, районти халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗсен концерчӗ пулчӗ. Мероприятие Павлова Маргарита Яковлевна (Шупашкар районӗн социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ), Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильин Юрий Васильевич, ял хастарӗ Виноградов Валерий Фадеевич (юпа лартма укҫине вӑл панӑ), тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Хӑнасем хушшинче Евгений Ерагин (Ешентей), шӗпсутҫӑсем, усламҫӑсем пулчӗҫ — вӗсене пурне (ҫав шутра пултарулӑх ушкӑнӗсене те) те ял халӑхӗ техӗмлӗ шӳрпепе хӑналарӗ.
Ял уявӗ концертпа вӗҫленчӗ.
Ӗнер Михаил Васильевич Михайлов Йӑлӑм енчи ҫулӑмпа сиенленнӗ вӑрмана тӗрӗслерӗ.
Хальхи вӑхӑтра пӗлтӗрхи сиене пӗтерес тӗлӗшпе Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗнче 10 бригада тӑрмашать. Вырӑнти халӑх та пулӑшать — килӗшӳпе укҫа тӳлесе хӑйсемех ҫунӑк йывӑҫа касаҫҫӗ, тирпейлеҫҫӗ, тиесе тухаҫҫӗ. Халӑха пурӗ 53 пин куб сутнӑ. Ҫутҫанталӑх пурлӑхӗсен министрӗн Иван Исаевӑн шучӗпе ку йывӑҫ пӳрт-ҫурт тума лайӑх, пӳрт тӑрри валли та юрӑхлӑ. Анчах та ӑна вӑхӑтра илсе тухмалла — тепӗр темиҫе уйӑхран ку йывӑҫ пахалӑхӗ самай чакӗ: хурт-кӑпшанкӑ ҫисе ярӗ. Хакӗ те йӳнӗ — сывӑ йывӑҫӑн пӗр кубометрӗ 200 тенкӗпе танлашать пулсан, ҫунӑк йывӑҫ хакӗ 8 тенкӗ ҫеҫ. Халӑха пурӗ 150 гектарти вӑрмана сутнӑ пулсан 21 гектартине хальхи вӑхӑтра касса тирпейленӗ те ӗнтӗ.
Пурӗ 270 гектар лаптӑка тасатнӑ, 6,3 гектарта хыр хунавӗсене лартса тухма та ӗлкӗрнӗ. 80-85% вӗсенчен вӑй илнӗ те ӗнтӗ. Пӗтӗмӗшле ҫунса сиенленнӗ вӑрмансене 2011-2013 ҫулсенче сыватма шутлаҫҫӗ.
Михаил Васильевич ҫавӑн пекех йӑлӑм енче пурӑнакан халӑхпа тӗл пулса калаҫрӗ.
Паянхи «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, В. Т. Сорокин вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Валерий Трофимович 2002-2009 ҫулсенче Шупашкар район хаҫачӗн тӗп редакторӗ пулса ӗҫленӗ.
Эпӗ хам унпа тӗл пулман пулин те ҫыру ҫӳретсеччӗ — кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнатчӗ. Кӑҫал, кӑрлач пуҫламӑшӗнче, сарӑм хатӗрленишӗн, унпа ҫапма ҫӑмӑл пулнишӗн тав сӑмахӗ ҫырса янӑччӗ.
Паян, пушӑн 19-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ Ҫатра-Лапсар пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулта ашшӗ-амӑшӗсем пухӑнчӗҫ. Вӗрентекенсем вӗсене шкул пурнӑҫӗпе паллаштарчӗҫ — ҫӗнӗлӗхсем, ҫитӗнӳсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Роза Беляева ертсе пынипе шкулта йӗркеленӗ темиҫе юрӑ ушкӑнӗ хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ — пуҫламӑш классенчисем те юрларӗҫ, 8-9-мӗш классенче вӗренекенсем те. Шкулта вӗрентекен учительсем те аякра тӑмарӗҫ — пухӑннисен умӗнче юрӑ хыҫҫӑн юрӑ юрласа пачӗҫ.
Вӗрентекенсемпе шкул ачисене ҫавӑн пекех Елчӗкрен килнӗ хӑнасем те юрӑпа савӑнтарчӗҫ. Культурӑпа кану центрӗнче ӗҫлекен Вера Панкратовӑпа Валерий Архипов хӑйсен юррисене шӑрантарчӗҫ. Вӗсен пултарулӑхне халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗ.
Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Елчӗк тӑрӑхӗнчен килнӗ хӑнасем шкул музейӗпе паллашрӗҫ. Сӑмах май паян ку музейпе телекуравҫӑсем те паллашма пултарнӑ — 11 ҫитеспе пуҫланнӑ «Шевле» кӑларӑмра сӑмах шӑп та ун пирки пынӑ. Музей экспоначӗсем Вера Панкратовӑпа Валерий Архипова та килӗшрӗҫ — хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне вӗсем хӑна кӗнекинче ҫырса хӑварчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |